Каталог файлов

Главная » Файлы » Мои файлы

Тестовые задания
29.03.2012, 10:43

             6 класс

                          Лидия Сарине

                          «Кукамай» Тест

1.     Техникум пĕтерсен Тольăна ăçта ĕçлеме янă?

  а) Çĕпĕре

  ă) Шупашкара

  б) Мускава

2. Толя çырура мĕн вулать?

  а) Çуралнă куна хăнана чĕнетĕп

  ă) Вилсе каиччен килсе кур кукамуна

        б) Аннÿ чирленĕ, яла килсе кай.

      3. Хăш ялти шкулта вĕренет Толя?

        а) Пуянкасси

        ă) Арланкасси

        б) Метикасси

      4. Шкулта уроксем хыççăн Толя мĕн тунă?

        а) Кружока  юлнă

        ă) Стена хаçачĕ кăларнă

        б) Дежурнăй пулнă

      5. Шушкă ăçта тăнине курать Толя?

        а) Çÿлти пăтара

        ă) Полка çинче

        б) Шкафра

      6. Шушкăна мĕн чухлĕ çиет Толя?

        а) веçех çисе ярать

        ă) Кунамăшĕ валли пĕр шушка хăварать

        б) Икĕ шушка хăварать.

      7. Шушкă çинĕшĕн кукамăшĕ Тольăна мĕн тăвать?

        а) Питĕ хытă вăрçать

        ă) çапса та илет

        б) пĕр сивĕ сăмах те каламан, вăрçман

      8. Шушкине кукамăшĕ ăçтан илнĕ?

        а) Ишлей пасарĕнчен

        ă) Чурачăк пасарĕнчен.

        б) Шупашкар пасарĕнчен

      9. Чăланти турăха Толя мĕн тунă?

        а) çурри ытла тăкса янă

        ă) веçех тăкса янă

        б) пĕрре те тăкман.

     10. Турăх çине Толя мĕн ярать?

        а) алтăрпа шыв ăсса ярать

        ă) çумăр шывĕ ярать

        б) сĕт пĕр алтăр ярать

    

 

11. Тольăн кукашшĕ ăçта вилнĕ?

        а) ватăлса вилнĕ

        ă) вăрçăра вилнĕ

        б) чирлесе вилнĕ

12. Кукамăш хăй мăшăрĕн пĕртен-пĕр япалине питĕ асăрханса упранă, мĕн вăл?

       а) медаль

       ă) тутапа каламалли купăс

       б) хуçлатмалли çĕçĕ

 13. Анатолий Михайловича   кукамăш мĕнпе хăналать?

       а) Кукăльпе сăрапа

       ă) Кукшăмпа сăра шăрттан

       б)  чăкăтпа сăра

 14. Анатолий Михайлович кукамăшне мĕн парнелет?

       а) сумккă ,пушмак, алса

       ă) ăшă тутăр, кĕпепе саппунлăх, çăмран çыхнă кофта

       б) ăшă кĕрĕк, кăçатă

1а,2ă,3б,4ă,5а,6а,7б,8ă,9а,10а,11ă,12б,13ă,14ă

 

 

 

                     6 класс Валентина Элпи   «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»

 

 

1.Энтьук зоопаркра мĕн курнă?

   а )упăте

   ă )арăслан

   б ) попугай

2.Пахчара ачасем мĕнле йывăçа кăкланă?

   а )пан улми

   ă)чие

   б ) тополь

3.Чăпăл тунă хыççăн упăте мĕн тĕслĕрех курăннă?

   а) ĕнĕк

   ă )Сарă

   б ) хĕрлĕ

4.Упăте куçĕсене мĕнрен тунă?

   а ) тÿммерен

   ă )укçаран

   б )вĕтĕ шăрçаран

5.Шапкине (калпакне) мĕнрен тунă?

    а )пусмаран

    ă )йĕкел хурланкинчен

    б )çулçăран

 

6. Тымар Энтукĕ тесе кам каланă?

    а) пĕр класра вĕренекен Павăл

    ă) çитăр

    б) Леш касри Петĕр.

7. ĕçпе кану лагерĕ ăçта вырнаçнă?

    а) шкулта

    ă) вăрман уçланкинче

    б) хулара

8. Амăшĕ Энтук чăматанне уçсан мĕн курнăн кăшкарса ярать?

    а) Кайăк

    ă) çĕлен

    б) калта

9. Энтюк амăшне мĕнле чĕннĕ?

     а) Укçине

     ă) Урине

     б) Марине

10. Лагере ăçтан ларса кайнă?

     а) шкул умĕнчен

     ă) лавка умĕнчен

     б) клуб умĕнчен

11. çак сăмахсене кам калать: Тымар Энтьукĕ çырла палламасть?

     а) Петĕр

     ă) вожатый

     б) çитĕр

 12. çак сăмахсене кам калать:çынран кулакан ăссăр тата айван чунлă

      а) вожатый

      ă) çитăр

      б) асламăш

13. ăçтан килнĕ корреспонтент сăн ÿкернĕ Энтука?

      а) «Хыпартан»

      ă) «Тăван атăлтан»

      б) «Тантăшран «

14. Энтьукăн япалисене хăш хулана выстăвкăна янă?

      а) Мускава

      ă) Шупашкара

      б) Канаша

1а,2ă,3а,4б,5ă,6ă,7ă,8ă,9а,10б,11б,12а,13б,14а

  

 

 

 

 

 

 

 

            10 класс

К.В.Иванов.Тĕрĕслев ĕçĕ     

1. К.В.Иванов ăçта çуралнă?

2. Вăл мĕнле çемьере çуралнă ?

3. Мĕншĕн Иванова «красна девица» тесе каланă?

4. Иванов мĕнле тумланса çÿренĕ?

5. Вăл мĕнле вĕреннĕ7

6.Идобаев учитель Иванов пирки  мĕн калать?

7. М.Д.Трубина мĕншĕн Иванов партине ухтарма шутлать?

8. Некрасов мĕнле предметпа вĕрентнĕ, Иванова мĕншĕн мухтать вăл

9. 1905-1907 м.ç Чĕмпĕрти. Чăв шкулĕнче мĕн пулса иртет?

10.Пĕрремĕш класра вĕренекен шкул ачисем Яковлева мĕнле хут çырса панă

11. И.Яковлев шкулта мĕнле предмет вĕрентнĕ?

12. «Нарспи» хăçан , ăçта, мĕнле кĕнекере пичетленсе тухать?

 

    6 класс

«Аппапа пĕрле»

Тĕрĕслев ĕçĕ

Вариант 1

1.     Тольăпа Вера пурăнакан ял çинчен каласа парăр.

2.     Мĕншен Толя аппăшне пулăшма тытăнать

3.     Сысна çурусене лайăх ÿстерсе панăшăн Верăпа Тольăна колхоз мĕнле чыс тăвать?  Толя сире килĕшрĕ-и?. Вăл мĕнле ача, çырса парăр 

Вариант 2

1. Ачасен ашшĕпе амăше ăçта ĕçлеççĕ? Вĕсем хĕрне ăçта вĕренме ярасшăн?

2. АмăшĕТольăна мĕншĕн сысна кĕтÿçĕ тет?

3. Пĕррехинче Пăнчăлли ачана мĕншĕн кĕтсе илмест ? Толя сысна çурине епле пулăшать?     

 

Категория: Мои файлы | Добавил: Учитель
Просмотров: 1326 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: