Блог

Просмотров: 751 | Добавил: Учитель | Дата: 01.04.2012 | Комментарии (0)

Хулана кĕмелли хапха умĕнче пĕр ватă çын ларнă. Ун патне çул çÿревçĕ пынă. Каччă инçетрен килни тÿрех паллă пулнă. – Ку тăрăхсенче пулса курман эпĕ. Асатте, кала-ха, тархасшăн, мĕнле çынсем пурăнаççĕ кунта? – интересленнĕ хайхискер.  – Хăв малтан пурăннă хулара мĕнлерех çынсемччĕ?  - ыйтнă старик. – Усал та хăйсене юратакан этемсем çеçчĕ. Çавăнпа та пĕр шеллемесĕр уйрăлса килтĕм вĕсенчен. – çамрăк çыннăм, кунта та çавăн пеккисене кăна тĕл пулăн. Вăхăт иртерехпе тепĕр çул çÿревçĕ çав ыйтăвах панă ватта: - Ыр çыннăм, каласамччĕ, мĕнлерех çынсем пурăнаççĕ-ши хулара? Анчахрах килтĕм те кунти йăла-йĕркесене пĕлейместĕп-ха.

      Старик хуравланă: - Ывăлăм, хăв килнĕ хулара мĕнлерехчĕ вара вĕсем? – Питĕ маттур, ырă кăмăлă, тараватчĕ. Чылайăшпе туслашрăм. Çав тери уйрăлас килместчĕ вĕсенчен, -пĕлтернĕ çул çÿрекен. – Кунта та çавăн пеккисемпех паллашăн, - тенĕ ватă. Хулана хăй таварĕсемпе килнĕ купса çакна йăлт с ... Читать дальше »

Просмотров: 724 | Добавил: Учитель | Дата: 31.03.2012 | Комментарии (0)