Каталог статей
Главная » Статьи » Разработки |
30урок:Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ Предмет:чăваш чĕлхи Урок вăхăчĕ: 45 минут Класс: 5
Урок тесĕ:содержани тăрăх – фонетика урокĕ;тĕллевне кура –çĕнĕ темăна вĕренмелли урок;формине кура – уçă урок Воспитани тĕллевĕ:чĕр чунсене ,йывăç-- курăка упрама вĕрентесси,вĕсене пулăшу пама хăнăхтарасси . Вĕрентÿ тĕллевĕ: чăваш чĕлхинчи аффикссен икĕ вариантлăхĕпе тата сăмахри уçă сасăс ен килĕшĕвне пăсакан аффикссемпе паллаштарасси
Словарь ĕçĕ:роза –кĕл чечек,ромашка—салтак тÿми,ландыш—мулкач хăлхи,василек-утмăл турат.
Кирлĕ хатĕрсем:компьтер,интерактивлă доска,проектор
Урок тапхăрĕсем
1тапхăр:йĕркелÿ тапхăрĕ
2 тапхăр:киле ĕç тĕрĕслени:171-мĕш хăнăхтару Ыйтусем:Мĕн вăл уçă сасăсен килĕшĕвĕ? Мĕнле сăмахсене çемçе сăмахсем теççĕ? Мĕнле сăмахсене хутăш сăмахсем теççĕ?
3 тапхăр: çĕнĕ темăна ăнлантарни: Хытă сăмах çумне аффиксăн хытă варианчĕ ,çемçе сăмах çумне аффиксăн çемçе варианчĕ хушăнать. Хытă тата çемçе вариантлă аффикссем Тĕслĕхсем - а( е),-та( -те), - тан( -тен), -па(-пе), - лăх(-лĕх),-у(-ÿ),-нă(-нĕ), -са(-се), -лан( -лен), -акан(-екен), -ма(-ме),-малла( -мелле)_ -акан -екен -сан -сен ЛАР -ма Пĕл -ме -у -ÿ Ачасем тĕслĕхсем тупаççĕ
«Уçă сасăсен килĕшĕвне пăсакан аффикссем» таблицăна тишкерни
Аффикссем: -сем, -мĕш -иччен -скер -ĕ(-и) Тĕслĕхсем: ĕнесем,лашасем виççĕмĕш,улттăмĕш иличчен,çыриччен хитрескер,пысăкскер ĕни,лаши Ачасем тĕслĕхсем тупаççĕ
4 тапхăр:çирĕплетÿ тапхăрĕ
176, 177-мĕш хăнăхтарусене туни
Кану саманчĕ:физкультура туни
«Тупсăмне туп» вăйă. Хитререн те хитрине Сĕтел çинчи мăнтăркка Илетпĕр те суйласа, Тĕкĕр пекех йăлтăркка: Саламлатпăр пĕр-пĕрне Пăр та яка пăркăчне Ырă сăмах хайласа. Ларт чашăкна чей ĕçме.
Мăйĕ вăрăм та- хур мар, Çуркунне вăл шап-шурах, Ирĕк çеç ăна эс пар: Пиçсе çитсен хуп-хура Ав епле мăйне тăсса Тулашĕпе лĕп нимĕр, Кăрлатсах çăтать тусан. Ăш-чиккипе хыт тимĕр.
Уçăлать те хупăнать, Хупăнать те уçăлать:. Кĕнеке, пенал, тетрадь Шкул ачи унта упрать
178,181-мĕш хăнăхтарусене туни
«Лĕпĕш» вăйă выляни.
3,4,5-мĕш предложенири аффикс хушăннă сăмахсене çырса илĕр Тунсăхпи 1)Пĕр çăмламас йытăпа тĕл пулни асра юлчĕ.2)Вăл йытă йывăр чирлĕччĕ:уксахласа виçĕ урипе чупатчĕ,малти сылтăм ури хутланмастчĕ ыйткалакан алли пек малалла кăнтаратчĕ;унсăр пуçне темшĕн пĕр чарăнми пуçне ухса тăратчĕ. 3)Çав вăхăтрах кашни иртен – çÿрене куçран пăхма тăрăшатчĕ.4)Куçĕ вара хурлăхлăччĕ ,тархасланăн тинкеретчĕ.5)Кашни çынранах пулăшу ыйтать тейĕн.6)Кам та пулин чарăнса тăрса унăн нушине пĕлме тăрăшасса ,ăна инкекрен хăтарасса шанать тейĕн. 7)Чăнах та,çынсем йытă çине шеллесе пăхатчĕç,анчах кашниех таçта васкатчĕ.8)Сайра хутра çеç хăшĕ-пĕри чарăнса тăратчĕ.
Сăмах диктанчĕ хытă сăмахсем çемçе сăмахсем хутăш сăмахсем кашăк иккĕмĕш вуннăмĕш çырсан кÿлĕре мунчасем киличчен
5 тапхăр:Урока пĕтĕмлетни Ыйтусем 1. Хытă сăмах çумне аффиксăн мĕнле варианчĕ хушăнать? 2. Çемçе сăмах çумне аффиксăн мĕнле варианчĕ хушăнать? 3. Уçă сасăсен килĕшĕвне пăсакан аффикссем мĕнлисем пулаççĕ?
6 тапхăр:Киле ĕç пани
182-ăсра,183-мĕш хăнăхтару ςырса | |
Просмотров: 1485 | Рейтинг: 4.5/2 |
Всего комментариев: 0 | |