Каталог статей

Главная » Статьи » Разработки

Презентация Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем





















Класс сехечĕ.

« Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем»

Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасенче патриотизм, гражданлăх туйăмне аталантарасси

Воспитани тĕллевĕ: вĕренекенсене чăваш патшалăх символĕсем

мĕнле пулса кайнипе паллаштарасси,

вĕсене хисеплеме   вĕрентесси

1 слайд           « Алран- кайми аки – сухи » юрă.

Эпир паянхи калаçăва « Алран кайми аки–сухи » юрăпа пуçларăмăр. Ку юрра мĕн ĕмĕртенпех кĕрекере алла алтăр тытса ватă арсынсем юрлама пуçланă. Иккĕмĕш çаврине юрлама пурте хутшăннă.Çак юрăра Чăваш халăх пурнăçĕ ал лаппи çинчи пек курăнса тăрать: вĕсем ака–суха ĕçĕпе пурăнни, атте–аннене хисеплени, Турă чи асли пулни, ял–йышпа, кÿршĕ–аршăпа, тус–юлташпа килĕштерсе пурăннине пĕлтĕмĕр. Ку юрра урăхла чăваш халăх сăмахлăхĕн Гимнĕ теме пулать. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш наци конгресĕн гимнĕ пулса тăрать.

 

2 слайд.

Пирĕн тăван ен–Чăваш Республики. Вăл Раççей Федерацине кĕрет. Пирĕн республика 1920–мĕш çулта Çĕртме уйăхен 24–мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Çакăнтан вара Çĕртме уйăхен 24–мĕшĕ Чăваш Республикин кунĕ пулса тăрать.

Кашни патшалăхĕн хăйен символĕсем пур. Мĕн-ха вăл?

Символ.Символ тесе эпир сут санталăк е япала сăнаре урлă этем пурнăçен, ĕçĕ–      хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлава      калатпăр( тĕслĕхрен литературăра çăка йывăç–анне, юман–атте)

Символсем шутне пирĕн герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалăх суверинитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс- хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.

Халĕ чăвашсен чи малтанхи ялавĕпе тата гербĕпе паллашар–ха.

 

3 слайд.         Ку ялавпа герба 1918- мĕш çулта ÿкернĕ. Официаллă майпа          Республика                       совечĕн II съездĕнче кăна йышăннă

1827–мĕш çулта пуш уйăхĕн 30–31 мĕшĕнче. ялав херлĕ тăваткалран тăрать пысăк сас паллисемпе ЧАССР( Чувашская Автономная Советская Соцалистическая Республика) тесе çырнă.

Шурă тутăр евĕрлĕ тăваткала, качча каякан хĕр пĕркенчĕкĕн тĕррине ÿкернĕ. Ун çине çурлапа мăлатук ÿкернĕ. Ку халăхăн тĕп ĕç хатĕрĕ пулнă. Герб икĕ çаврашкаран тăрать. Пĕрремĕш çаврашки çине « Чăвашсен Автономлă Социализмла Советсен Республики » çакнах вырăсла çырнă. Аялтан РСФСР тесе çырнă. Пĕр енче тырă кĕлти, тепĕр енче- чăрăшпа юман турачĕсем. Икĕ енчи япаласене те чăваш тĕрриллĕ хăю илемлетет. Çÿлти пайра çăлтăр, татах гербпа мăлатук.

4 слайд.   1931–мĕш çулта малтанхи гербпа ялава кăшт улăштарнă.

Ялав çинчи чăваш тĕрриллĕ шурă тутăр евĕрлĕ тăваткала ÿкерме чарнă, ку национализм палли тесе каланă.Герб çинче те хĕрлĕ хăю кăна тăрса юлнă.Вĕсем 1937–мĕш сÿлхи Конституциччен тăрса юлнă.

 

5 слайд.  Утă уйăхĕн 18–мĕшĕнче 1937 çулта йышăннă  ялавпа Герб

Ялав çине кăвак хăю ÿкернĕ. Гербра юман тата чăрăш  турачĕсене ÿкермен, вĕсен вырăнне тырă пучахĕсем тăрса юлнă. Ку ялавпа Герб 1992–мĕш çулчченех пулнă.

6 слайд.

Кăсем пирĕн Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх ялавĕпе гербĕ.

1990–мĕш çулсенче, демократи пуçлансан, малтанхи гербпа ялава улăштарма вăхăт çитнине палăртнă. Чăваш АССР Аслă Канашĕ конкурс йĕркеленĕ, тата комиссии членĕсене палăртнă. Ку конкурс икĕ çула тăсăлнă. Камисси членĕсем 100 ытла ĕç пăхса тухнă. Вăйлă тавлашусем хыççăн, тĕплĕ сÿтсе–явнă хыççăн,вĕсем Элли Юрьев ĕçĕ çинче чарăнса тăнă.

Мĕне пĕлтереççĕ- ха ялавпа герб синчи паллăсем?

Чăваш Республикин Патшалăх  гербĕ- тĕксĕм хĕрлĕ тĕслĕ «Пурнăç йывăçĕнчен»(Древо жизни).(Чĕрĕлсе вăй илнин символне пĕлтерет вырăсла « Символ возрождения». Вăл эмблемăн  ылтăн тĕспе йĕри- тавра йăрăмланă геральдика щичĕ çинчи ÿкерчĕк.  Геральдика щитне икĕ пая уйăрнă: аялти пайĕ чăваш çĕршывне пĕлтерет. Щита чăвашсен авалхи « Виçĕ хĕвел »   эмблемипе тăрăланă.

« Виçĕ  хĕвĕл » çинчен  чăвашсен миф та пур. Çакна итлесе пăхар – ха.

 

Чăвшсен çак виçĕ хĕвелпе ςыханнă миф та пур. Чи авалхи мифсем хĕвел, уйăх, çăлтăр çинчен пулнă. Вĕсене сĕм авалхи чăвашсен шучĕпе турă туса янă.

Чи аслă турă пĕлĕт пулнă.Турра хирĕç Шуйттан тăнă.

Турă виçĕ хĕвел тунă. Ун чухне çĕр çинче яланах хĕвеллĕ ăшă çанталăк пулнă, пахча çимĕç калама çук ăнса çитĕннĕ. Пĕр хĕвелĕ ирхине çутатнă, тепри кăнтăрла, виççĕмĕш каçхинĕ. Çынсем лайах пурăннă. Пĕррехинче Шуйттан çынсене вăрçăнтарса ярса çак хĕвелсене пĕтерме шут тытнă. Пĕрремĕш хĕвел пайĕсенчен çăлтăр пулса тăнă, иккĕмĕш хĕвелĕ икĕ пая саланнă, вĕсене турă çыпăçтарса уйăх тунă. Хĕвел пĕччен тăрса юлнă,кунĕн–çĕрĕн çутатма унăн вăйĕ çитмен.

Виçе хĕвĕл çинчен пĕлтĕмĕр. Калаçăва малалла герб çинченех тăсар–ха. Çак щит инçетрен пăхсан выльăх тирне пĕлтерет тени те тĕл пулать. Ку щита ытлăнпа  илемлетнĕ, тĕксĕм хĕрлĕ хăюпа çавăрса илнĕ . Хăю çине ылтăн саспаллисемпе « Чăваш Республики – Чувашская Республика » Чăвашла вырăсла ςырни пур ,мĕншĕн тесен пирĕн Республикăра патшалăх чĕлхи иккĕ– вырăс тата чăваш. Лентă вĕçĕсене хăмла ÿкерсе хунă. Хăмларан мĕн ĕлĕк–авалтанах чăваш çынни сăра вĕретнĕ, унпа чи хаклă çынна сăйланă, туй–çу ирттернĕ, утă пуçтарнă чух ĕçнĕ. Тата 1950–1990м.ç. колхозсем вăйлă аталаннă вăхăтра, гектарĕ–гектарĕпе хăмла лартса çитĕнтернĕ,çакă пирĕн çĕршыва пысăк тупăш панă.

Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ

Патшалăх гербĕ пекех хĕрлĕ тата Сарă тĕсрен тăрать. Ку тĕссем ĕлĕкрен пыракан,йăлана кĕнĕ тĕссем. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкхи чăваш кĕпи те ытларах хĕрлĕ тĕсрен тăрать.Мĕншĕн тесен хĕрлĕ тĕс чи юратнă тĕс чăвашăн,тĕрленĕ чухне ытларах хĕрлĕ тĕспе усă курнă. Çак телей ,савăнăç, туллии пурнăç символĕ.

Чăваш кĕпине кăтартмалла.

 

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ тăватă кĕтеслĕ пусма,çÿлти пайĕ–сарă тĕслĕ.Чăваш çĕрĕнче пурăнакан халăхăн вырăнĕ, уçлăхĕ аялти тĕксĕм хĕрлĕ–Чăваш халăхĕ пурăнакан çĕре пĕлтерет.Варринче герб эмблеми  «Пурнăç йывçĕ».Варринчи йывăç, çĕре пĕрĕнсе тăраканни, ЧР пурăнакан Чăвашсене пĕлтерет. Пĕрремĕш турачĕ республика тулашĕнче пурăнаканнисене пĕлтерет, варринчи вара пирĕн республикăра пурăнакан  ытти наци çыннисене пĕлтерет.

Виçĕ хĕвел вара халăхра  «Пулнă ,Пур,Пулатпăр» (Были , Есть, Будем) тенине пĕлтерет. Çак Герпа ялав авторĕ-Элли Михайлович Юрьев.Унăн пурнăçĕпе паллашар–ха (ачасем калаςςĕ).

7 слайд

Элли Михайлович Юрьев.

 

—Атте, кала ха , ман ят мĕне пĕлтерет?

—Элли вăл маçтăр,ăстаçă.

(Ашшĕпе, ывăлĕн калаçăвĕнчен.)

 

Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи пуш уйăхĕн   25 – мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Тепĕр икĕ çултан ун ашшĕне Шупашкара ĕçлеме куçараççĕ, Юрьевсен çемьи унта пурăнма пуçлать.1944 –мĕш çулта Элли хулари 6 – мĕш вăтам шкулта вĕренме пуçлать . Çав вăхăтрах ÿнер шкулне те çÿрет, искусство тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тăвать.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл ÿнер училищине вĕренме кĕрет. Анчах унта çулталăк та тытăнса тăрайман, вĕрĕнме пăрахнă .

Кайран вăл Грузи тăрăхне лекнĕ салтака. Службăра юлашки çул тăнă вăхăтра ăна ÿнер академине çÿреме ирĕх параççĕ. Кайран вăл Тбилисири ÿнер академине вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха таврăнать. Ăна Чăваш кĕнеке издательствин ÿнер редакторĕ пулма чĕнеççĕ. Элли Юрьевшăн вĕçленми пултарулăх ĕçĕ вĕресе каять. Ун  Турă пани анлă: çĕнĕ шрифтсем, кĕнеке графики, геральдика, медальер искусстви, живопиç, пуринпе те кăсăкланнă вăл.

Чăваш Республикин символĕсене Республикăн Гербĕпе ялавне калăплани Элли Юрьев пултаруллăх пурнăçĕн чи мăнаçлĕ саманчĕсенчен пĕри. Шупашкар хулин гербне те вăлах ÿкернĕ.

 

Ачасем, эпир чăваш Республикин ялавĕпе гербĕпе паллашрăмăр.

Унăн авторĕпе, Элли Юрьевпа та паллашрăмăр.

Пирĕн класри Шашкина Олеся хăйсен çемьи гербне ÿкернĕ çавăнпа паллашар - ха.

Тата Дима Кудрявцев ÿкернĕ унăн çемье гербне пăхар – ха.

8 слайд

Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ тесе

« Тăван çĕршыв »юрра ςирĕплетнĕ. Унăн авторĕсем Герман Степанович Лебедевпа, Илья Тухташ поэт. Ку юрă çĕнĕ пурнăç валли çутçанталăк чĕрĕлнине, çамрăксем савăннине, атте – анне ăс панине, тăвансемпе ытти халăх çыннисемпе туслă пурăннине,çĕршыв аталаннине кăтартса парать.

Ăçта янăрать – ха гимн.

Гимн республика паллă тăвакан уявсене, чаплă пухусене уçнă тата хупнă чух, тĕрлĕ церемонисем ирттернĕ чух, патшалăх ялавне çĕкленĕ чух, ют патшалăх ертÿçисене кĕтсе илнĕ чух янăрать. Чăваш радио передачисем кашни ир гимн каланипе пуçланаççĕ

Герман Лебедев пурнăçĕпе  ĕçĕ – хĕлĕ çинчен пире Савельева Вероника каласа парасшăн.

9 слайд

Лебедев Герман Степанович

 

Шупашкар районĕнчи Салапайкассинче çуралнă. Малтан Варпус, кайран Çÿлтикасси шкулĕсенче вĕреннĕ. Музыкăна юратма ăна Çÿлтикасси шкулĕнчи юрă учителĕ

Т.С. Малышев хавхалантарнă. Вăл сĕннипе 1930 – мĕш çулта Шупашкарти музыкăпа таетр техникумне кайса кĕрет. Унта хор дирижерĕсен тата композиторсен  уйрăмĕсенче пĕлÿ илет.

1836 – 1840  мĕш çулсенче Çĕмерлере пурăнать, комбинатри художество пултарулăх коллективĕсене ертсе пырать, вăтам шкулта ĕçлет. Кайран Шупашкара куçать,Музыка училищинче директор пулса ĕçлет.

1843 – 1845 мĕш çулччен вăл Чăваш  патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн дирижер –  хормейстрĕ пулса тăрăшать . Чăваш юррин чи паллă ăстисенчен пĕри вăл, унăн пултарулăхĕ пĕтĕмпех республикăри Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕпе çыханнă. Вăтăр çул ытла ĕçленĕ çак коллективра, ăна валли кĕвĕлене нумай – нумай юрă халăхра анлă сарăлнă.

« Тăван çĕршыв » юрă Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ пулса тăчĕ.

10 слайд.

Илья Тукташ пурнăçĕпе  Пардасов Костя паллаштарасшăн.

Илле Тукташ – чăвашсен паллă поэчĕ, прозаикĕ, тăлмачи, Чăваш Республикин Гимнĕн сăмахĕсен авторĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче суралнă.

Чухăн кил- йышра çуралса ÿссе Илле ачаллах нуша курнă. Шупашкарта партипе совет шкулĕнче, каярахпа Самарти геологи  тĕпчевĕсен институтĕнче вĕренни ăна самай пулăшнă. Вăл «Хатĕр пул» журналăн тата Самарти «Колхозник»хаçатăн яваплă çыруçи пулса курнă. Литературăпа,фольклорпа шкулта вĕренмелли кĕнекесем кăларнă,

сăвă – юрă , калав – повесть çырнă.

Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕсленĕ, çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ертÿçĕре тăнă.

1941 – 1945 сулсенчи варçа хăй ирĕкĕпе кайнă, унта вăл çар хаçачĕн корреспонденчĕнче вăй хунă.

Лайăх юрă сăмахĕсене таса та паттăр чунлă сынсем кăна çырма пултараççĕ пулĕ.

Илле Тукташ – чăннипех паттăр та çирĕп сын. Пурнăçра та ,çыру ĕçĕнче те талантлă. Вăл халăхшăн ĕçленĕ.

Илья Семенович Тукташ – лирик, юрă сăввисен ăсти. Унăн сăввисене паллă композиторсем юрра хывнă. Юррисем нумай. Вĕсенчен палли – Герман Степанович Лебедев композитор 1945- мĕш çулта кĕвве хывнă « Тăван  çĕршыв » гимн.

11 слайд

Ачасем пирĕн шкулăн та гимн пур, çак гимăна Леонид Вячеславовичпа унăн ашшĕ çырнă. Леонид Вячеславович ашшĕпе эпир пĕлтĕр тĕл пулу та ирттернĕччĕ. Вăл хăйĕн кĕнекине парнелесе хăварнăччĕ, ун чухне вăл пире гимн çырма шантарнăччĕ

Халĕ викторина ыйтăвĕсене хулавлар – ха.

1 ыйту: Ачасем  халĕ усă куракан Чăваш Патшалăх символĕсене хăçан , миçемĕш  çулта    йышаннă?  Ака  уйăхĕн    29 мĕшĕ 1992 – мĕш çулта.

2 ыйту: Патшалăх символĕсен кунне хăçан палăртма пуçланă?

Ака уйăхĕн     29 мĕшĕ 2004 – мĕш çулта.

Пĕтĕмлетсе калама мĕн пулать

Пĕтĕмлетÿ


Категория: Разработки | Добавил: Учитель (29.03.2012)
Просмотров: 2951 | Комментарии: 4 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: