Каталог статей

Главная » Статьи » Разработки

Презентация
























Сăмахри уςă сасăсен килĕшĕвĕ

Урок тĕсĕ: ςĕнĕ тема ăнлантармалли урок.

Вĕрентÿ тĕллевĕ: чăваш сăмахĕсенче уςă сасăсем хытăлăхпа ςемςелĕх тĕлĕшĕнчен килешсĕ тăни ςинчен ăнлантарасси, сингармонизм терминпа паллаштарасси, хытă, ςемςе, хутăш сăмахсене уйăрма вĕрентесси; тăванлăх сăмахĕсемпе паллаштарасси, йăх-несĕл тымарне ÿкерме вĕрентесси.

Воспитании тĕллевĕ: хамăр таврари ςырма-ςатра, ςăл куς, йывăς-курăк, чĕр чуня чĕсене пĕлесси, тăван тавралăха юратма, хисеплеме вĕрентесси; ςынсен хисеплесе чĕнме вĕрентесси.

Кирлĕ хатĕрсем: Андреев В.Ю Чăваш чăлхи: чăваш шкулĕн 5-мĕш класĕ валли, 2007; Чăвашла-вырăсла словарь М.И.Скворцов редакциленĕ, - Мускав, 1985; карточкăсем.

Словарь ĕςĕ: хамăр тăрăхри чĕр чун, йывăς ячĕсем; кĕсмен  (весло).

 

Урок юхăмĕ

I. Килте тунă ĕςе тĕрĕслени.

Ачасем предложенисем  вулаςςĕ. Çав вăхăтрах иккĕн доска умĕнче ĕçлеççĕ. Карточкăри сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарса  çыраççĕ.

1-мĕш карточка

Ăс, ахах, юман, икерчĕ, усă, юлташ, ÿкĕт, ăмăр, ăнăçу, ÿпкев.

2-мĕш карточка

Ăскăч, уяв, ÿлĕм, уçлăх, имĕр, утар, илпек, утрав, эсремет, явап.

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

1.     Электрон вĕренÿ пособийĕнчи «Уçă сасăсем» презентаципе паллаштарни.

2.     Таблицăна тишкерни.

 

 

Сăмах тĕсĕсем

Сăмахри уçă сасăсем

Тĕслĕхсем

Хытă сăмах

Пурте хытă

Кушак, вăкăр, сысна, лаша, автан, кăркка, йăмра

Çемçе сăмах

Пурте çемçе

Ĕне, кĕнеке, пĕлĕт, вĕрене, эмел, кишкĕр, çĕлĕк

Хутăш сăмах

Хытă тата çемçе уçă   сасăсем

Атте, анне, мучи, путек, пукане, тăри, пăри, шăши, тиха

 

 

 

3.     162-мĕш хăнăхтарăва туни, ыйтусене хуравлани.

- Хытă уçă сасăллă сăмахсене калăр

- Хытă уçă сасăллă сăмахсене мĕнле сăмахсем тетпĕр?

- Çемçе уçă сасăллă сăмахсене калăр.

- Кун пек сăмахсене мĕнле сăмахсем тетпĕр?

III. Темăна çирĕплетни.

1.     163-мĕш хăнăхтарăва туни.

- Çак сăмахсене пĕтĕмлетсе мĕнле ят пама пулать?

- Вĕсем çумне тата мĕнле сăмахсене хушса калама пултаратăр?

2. 164-мĕш хăнăхтарăва çырса туни.

3. 165мĕш хăнăхтарăва туни. Тăванлăх сăмахĕсене выăсла куçараççĕ.

Аснне-бабушка (с стороны отца), бабушка (обращение к старой женщине); кинемей- тётя (жена старшего брата отца или матери), бабушка (почтительное обращение к старой женщине); пичче- старший брат, дядя (со стороны отца), дядя (почтительное обращение к старшему по возрасту мужчине); инке- невестка (жена старшего брата), тётя (жена дяди или жена деверя, который старше мужа), тётя (почтительное обращение к замужней женщине старше говорящего); анне-мать, мама; мучи- дядя (старший брат отца или муж старшей сестры матери), дядя (почтительное обращение к людям, которые по возрасту старше отца); асатте- дедушка (со стороны отца), дедушка (обращение к старому человеку); аппа- старшая сестра, золовка (сестра мужа старше говорящего), тётка, тётя (старшая сестра отца или матери), тётя почтительное обращение к женщинам старше говорящего); мăн акка- тётя, тётка (старшая сестра отца или матери), старшая сестра; шăллăм- младший брат, братишка, браток (обращение к младшему по возрасту); кукка- дядя (со стороны матери ); хĕр- дочь, невеста; йăмăк- младшая сестра, сестрица (обращение к младшей по возрасту женщине); кукаçи- дедушка (со стороны матери); кукамай- бабушка (со стороны матери); атте- отец, папа, свекор, тесть; тете- старший брат, дядя (обращение к старшему по возрасту мужчине); ывăл- сын, мальчик, в составе словосочетаний обозначает младших братьев мужа; кĕрÿ- зять (муж дочери или родственницы моложе говорящего); кин- сноха, невестка

- Çак сăмахсене пĕтĕмлетсе мĕнле ят пама пулать?

- Эсир вĕсене пурне те пĕлетĕр-и?

- Хăш сăмахсене сирĕн Ялта Урăхла калаççе?

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

4.     «Тупсăмне туп» вăйă.

Хитререн те хитрине                                          Сĕтел çинчи мăнтăркка

Илетпер те суйласа,                                            Тĕкĕр пекех йăлтăркка:

Саламлатпăр пĕр-пĕрне                                      Пăр та яка пăркăчне

Ырă сăмах хайласа.                                             Ларт чашăкна чей ĕçме.

 

Мăйĕ вăрăм та- хур мар,                                    Çуркунне вăл шап-шурах,

Ирĕк çеç ăна эс пар:                                           Пиçсе çитсен хуп-хура

Ав епле мăйне тăсса                                           Тулашĕпе лĕп нимĕр,

Кăрлатсах çăтать тусан.                                     Ăш-чиккипе хыт тимер.

 

Уçăлать те хупăнать,                                           Пур тавралăх шап-шурах,

Хупăнать те уçăлать:                                           Юр çăвать ав шăрăхрах.

Кĕнеке, пенал, тетрадь                                        Кĕрекпе ан тух тÿрех:

Шкул ачи унта упрать                                         Мамăкне тăкать...

 

IV. Пĕтĕмлетни.

1.     166-мĕш хăнăхтарăва туни.

2.     Ыйтусене хуравлвни.

- Мĕн вăл уçă сасăсен килĕшĕвĕ?

- Сăмахра уçă сасăсем пурте хытă пулсан ăна мĕнле сăмах тетпĕр?

- Мĕнле сăмахсене çемçе сăмахсем теççе?

- Хутăш сăмахсенче мĕнле уçă сасăсем тĕл пулаççĕ?

V. Киле ĕç пани.

1. 167мĕш хăнăхтарăва çырса тумалла.

2. Аслисем пулăшнипе несĕл йывăçĕ ÿкермелле.

Категория: Разработки | Добавил: Учитель (29.03.2012)
Просмотров: 1272 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: