Блог

Главная » 2012 » Март » 31 » Юмах
12:59
Юмах

Хулана кĕмелли хапха умĕнче пĕр ватă çын ларнă. Ун патне çул çÿревçĕ пынă. Каччă инçетрен килни тÿрех паллă пулнă. – Ку тăрăхсенче пулса курман эпĕ. Асатте, кала-ха, тархасшăн, мĕнле çынсем пурăнаççĕ кунта? – интересленнĕ хайхискер.  – Хăв малтан пурăннă хулара мĕнлерех çынсемччĕ?  - ыйтнă старик. – Усал та хăйсене юратакан этемсем çеçчĕ. Çавăнпа та пĕр шеллемесĕр уйрăлса килтĕм вĕсенчен. – çамрăк çыннăм, кунта та çавăн пеккисене кăна тĕл пулăн. Вăхăт иртерехпе тепĕр çул çÿревçĕ çав ыйтăвах панă ватта: - Ыр çыннăм, каласамччĕ, мĕнлерех çынсем пурăнаççĕ-ши хулара? Анчахрах килтĕм те кунти йăла-йĕркесене пĕлейместĕп-ха.

      Старик хуравланă: - Ывăлăм, хăв килнĕ хулара мĕнлерехчĕ вара вĕсем? – Питĕ маттур, ырă кăмăлă, тараватчĕ. Чылайăшпе туслашрăм. Çав тери уйрăлас килместчĕ вĕсенчен, -пĕлтернĕ çул çÿрекен. – Кунта та çавăн пеккисемпех паллашăн, - тенĕ ватă. Хулана хăй таварĕсемпе килнĕ купса çакна йăлт сăнаса-итлесе тăнă. Унтан  тĕлĕннипе старикрен ыйтнă:  - Мĕнле-ха капла? Ик çыннăн пĕр ыйтвнех пач расна хуравларăн эсĕ... – кашнин чĕринче, тусăм, хăйĕн тĕнчи. Хăй килнĕ çĕрте ним ыррине те тупман çын кунта та тупаяс çук ăна. Нумай юлташли вара çĕнĕ вырăнта та ăш пиллĕ çынсемсĕр юлмĕ. Эпир таврари çынсенче хамăрта пуррине çеç куратпăр-çке, - пĕлтернĕ шур сухал.

 

Çак юмаха вуласан нумай шухăшласа çÿрерĕм .Мĕнле тĕрĕс сăмахсем.Пĕр юлташ ялан тарăхать,упăшки ниçта та ĕçлеймест,пĕтĕм çĕрте япăх çынсем кăна тесе калать тет,çак юмаха вулама патăм.Тепĕр çултан юлташпа ăнсăртран тĕл пултăм , сан юмаху пулăшрĕ курăнать , 11 уйăх çитрĕ ку ĕçне вырнаçни – шарламасть.

 

                                                            Чи пысăк инкек

  Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Мĕн уншăн чи япăххи?Алă çукки. Алăсăр пуртă та  тытаяс çук, ача та çĕклеес çук.

   Унтан начарри мĕн?

   Урасăр пулни. Урасăр çул якине те пĕлеймĕн, сăрт çÿллĕшне те виçеймĕн.

   Тата япăхраххи те пур-ши çыншăн?

    Хăлхасăр юлни, илтейми пулни. Ĕçре савапа çава пĕр саслă пулнине те асăрхайми пулатăн.

    Кунтан та начар пулма пултарать-ши?

    Куçсăр юлни,курми пулни. Хăпартупа хĕвел пĕр тĕслине те пĕлейми пулса юлатăн, çимĕç симĕсне те манатăн, уйăх катăкĕпе пĕлĕт авăнчăкĕ те ĕмĕрлĕхех сÿнеççĕ.

    Кунран пысăкрах инкек те пур-ши тата?

    Ăсран тайăлни – акă мĕн инкек. Çын утать те – çитеймест. Илтет те – ăнланмасть. Курать те – палламасть.

    Ăсран тайăлнинчен хăрушши çук-тăр?

    Пур çав. Юлхавлăх. Мĕншĕн наяна – алă? Мĕншĕн ÿркенчĕке – ура? Лÿппере куç – мĕн курма? Чумана хăлаха – мĕн илтме? Кахала ăс – мĕн тума?

    Акă мĕн иккен чи пысăк инкек.

    Юлхав ухмахран начар, тăмсайран япăх. (Г.Волков)

 

Хăш чухне урокри ачасем пурте ĕçлесшĕн мар,кахалланма пăхаççĕ,пуçа тÿрех çак юмах аса килет,час-часах вĕсене çак юмаха каласа паратăп –пулăшать

Просмотров: 733 | Добавил: Учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: