Блог
...
Читать дальше »
|
Хулана кĕмелли хапха умĕнче пĕр ватă çын ларнă. Ун патне çул çÿревçĕ пынă. Каччă инçетрен килни тÿрех паллă пулнă. – Ку тăрăхсенче пулса курман эпĕ. Асатте, кала-ха, тархасшăн, мĕнле çынсем пурăнаççĕ кунта? – интересленнĕ хайхискер. – Хăв малтан пурăннă хулара мĕнлерех çынсемччĕ? - ыйтнă старик. – Усал та хăйсене юратакан этемсем çеçчĕ. Çавăнпа та пĕр шеллемесĕр уйрăлса килтĕм вĕсенчен. – çамрăк çыннăм, кунта та çавăн пеккисене кăна тĕл пулăн. Вăхăт иртерехпе тепĕр çул çÿревçĕ çав ыйтăвах панă ватта: - Ыр çыннăм, каласамччĕ, мĕнлерех çынсем пурăнаççĕ-ши хулара? Анчахрах килтĕм те кунти йăла-йĕркесене пĕлейместĕп-ха. Старик хуравланă: - Ывăлăм, хăв килнĕ хулара мĕнлерехчĕ вара вĕсем? – Питĕ маттур, ырă кăмăлă, тараватчĕ. Чылайăшпе туслашрăм. Çав тери уйрăлас килместчĕ вĕсенчен, -пĕлтернĕ çул çÿрекен. – Кунта та çавăн пеккисемпех паллашăн, - тенĕ ватă. Хулана хăй таварĕсемпе килнĕ купса çакна йăлт с ... Читать дальше » |