Блог

Главная » 2012 » Апрель » 1 » Ăшă сăмах
15:26
Ăшă сăмах

Ăшă сăмах

Ватă çынсем калаçса ларнине итлеме питĕ кăмăллă. Пирĕн картишĕнче, йывăçсем айĕнче, хыçлă вăрăм тенкелсем лараççĕ. Хĕвеллĕ кунсенче çав тенкелсем çине яланах темиçе кинемей килĕшÿллĕ ларнине куратăн. Вĕсем хăйсен ĕçне-пуçне, иртнĕ кунçулне, ĕнер е виçĕм кун пулса иртнине сÿтсе яваççĕ. Шурă çÿçлĕ кинемейсем пурнăçне курмаллипех курнă ĕнтĕ: вĕсем пин те тăхăр çĕр вăтăр çиччĕмĕш çулăн сехре хăпартмăшне (ун чухне вĕсен мăшăрĕсене е тăван-пĕтенне пĕр айăпсăр арестленĕ е тĕрмене хупнă), Аслă вăрçă çулĕсен асапĕпе выçлăхне тÿснĕ. Лараççĕ халĕ кинемейсем тенкел çинче шăкăл-шăкăл пуплесе. Хăш-пĕр чухне тутисене алăпа хупласа кулса та илеççĕ. Кинемейсен калаçăвне татас мар тесе вĕсен çывăхĕнчи пĕр тенкел çине шăппăн пырса ларатăп эпĕ. Малтанласа вĕсен калаçăвĕ пачах та кăсăклантармарĕ мана. Пуплеччĕрех. Вĕсен хăйсен екки, манăн - хамăн шухăшсем. Унтан пахча çимĕç, чечексем çинче калаçма пуçларĕç кинемейсем. Манăн хамăн та хуларан пĕр вунă çухрăмра пахча пекки пур та – хăлхана тăратрăм.

- Ак санăн, Сонюшка, тĕлĕнетĕп, чечек пÿрт туллии, пурте чечекленеççĕ, ÿсессе те ярпайса çитĕнеççĕ. Асамçă пулĕ эсĕ? – кăштах ăмсаннăн калаçрĕ Таиç кинемей.

- Нимĕнле вăрттăнлăх та çук, Таисия Петровна, - лăпкăн хуравларĕ ăна Соня кинемей кăмăллăн кулса. – Мĕн асамçи эпĕ... Юрататăп чечексене... çавă çеç.

- çапах та, Сонюшка, чечекÿсем кашни лартмассеренех санăн лайăх ешерсе каяççĕ. Хăрнине, пĕтнине астумастăп,- хăйĕнни çинчех тăрать Таиç кинемей.

- Эпĕ, Таисия Петровна, чечек лартсанах унпа ăшшăн калаçма тытăнатăп. «Атя-ха, ÿс, пепкем, -тетĕп. –Пĕчĕкрен пысăк пул, пысăк пул та çеçке кăлар.çеçкÿ пурçăн пек йăлтăртатса тăтăр, чечекÿ çĕлĕк пысăкăш пултăр...», - калаçатăп çапла çамрăк тунапа. Туна хунав мана итлет, тимлесе итлет. Пăхăсăн та – ачашскер, тин çеç куршака лартнăскер, каять арасланса, каять!..- хавхаланса калаçать Соня кинемей.

- Чечекĕ сана хирĕç хăй нимĕн те калаçаймасть вĕт-ха, чечекĕн çăварĕ çук...- иккĕленет Таиç кинемей.

-  Паллах, чечек мана хирĕç чĕнсе сăмах калаймасть. Çапах та манăн сăмаха илтет чечек. Ăшă сăмаха чечек питĕ аван ăнланать. Çут çанталăкăн хăлхи пур теççĕ... эпĕ çакна ĕненетĕп. Акă ача чух çырмара кăшкăраттăмăр та – çырма тăрăх сасă хумлăн-хумлăн ахрăмланса инçе-инçе каятчĕ. Вăрманта кăшкăр-ха тата, ахрăм мĕнле каять?! Çын сассине кашни çеçке, кашни чĕрĕ туна илтет...

- Пулма пултарать... Ара, эпир пурсăмăр та аслă çут çанталăк тĕпренчĕкĕсем вĕт, - Соня кинемейпе килĕшнине пĕлтерчĕ вĕсемпе ларакан Клава инке.

Пĕлменниех пĕтерет мар-и пире? –пăшăрханнăн каласа хучĕ Таиç кинемей. – Эпĕ ăна, - вăрă акатăп-и, чечек лартатăп-и, ĕçне тунă та - ун-кун пирки шутламан, асра та тытман. Шыв сапсан шăтать, ÿсет тесе шухăшланă...

 

2006-мĕш çулхине 9-мĕш класс пĕтерекенсене экзаменра çак изложенине çыртарнăччĕ,çакăн хыççăн 9-мĕш класс ачисене кашни çулах çак текста çыртаратăп.

Ку изложени ман пурнăçра та пысăк йĕр хăварчĕ,пахча çимĕç ăнса пулма пуçларĕ .Хамăр пахчарах :дыня,арбуз,виноград çитĕнтерме пуçларăм,Узбекистанран çĕнĕ сортМайский илсе килсе пачĕç, халлĕхе килте çитĕнет.Учительсен кунне парнеленĕ роза чечекĕсене те ÿстеретĕп. Чечекне, çулçисене типсен  касса пăрахан. Вĕсен туни шывра тепĕр 2 уйăхран тымар ярать, çĕр çине лартсан çулçине тăкса тепре кăларать. Ачасене çак тĕслĕхсемпе «ăшă сăмахăн» хăватне ĕнентеретĕп.


 

                                                                                                                                                               

Просмотров: 757 | Добавил: Учитель | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: